Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ
«Йе, пĕсмелле, Тур çырлах. Çӳлти Турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа, сана асăнса, пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет ‒ сана, йӳççи ‒ пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла хăмăлне хăмăш пек, тăррине пăрçа пек пар. Ана çине аксан, анна çинче перекетне пар, вырса сурат тусан, сурат перекетне пар, анкартине кӳртсен, капан перекетне пар. Тĕшлесе пӳлмене хурсан, пӳлмере перекетне пар, çичĕ тĕслĕ тырра-пул[574]ла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар; виçĕ пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Аминь, çырлах. Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар; пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Ултă ураллă хурт пур, пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечкере пултăр. Аминь, çырлах. Килĕшпе, ачапчапа сана асăнса витĕнетпĕр». Турра сăх сăхса пуç çапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет: «Ар-ывăлсем! Хуçа калать: “Çĕнĕ тырăпа Турра асăнса пичĕке чӳклерĕм”, ‒ тет. Сире тиври? Тивмери? Тивмен пусан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрешетри? Кĕрешместри? Кĕрешетĕр пусан, ура çине тăрăр Турра кĕл тума. Хурăн сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер [575] çинчисем! Эсир, арçынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн сурăн кассисем, ура çине тăрăр Турра кĕл тума!» Вара вăсем пурте сăх сăхса пуç çапаççĕ те, каллех тапратса калать: «Йе, пĕсмелле, Тур çырлах. Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăх сăхса пуç çапаççĕ те: «Çӳлти Турă», ‒ тесе кĕл тăва пуçлаççĕ. Кĕл туса пĕтерсен, Турра тав туса сăх сăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать: «Савăш курки савса ĕçмелле, Турă та Патша курки. Çӳлте Турă ‒ çут çанталăк унăн, çĕрте Çĕр йыш – çĕр-шыв унăн, çĕрте Патша – хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр; ăна та калама пĕлмесен, çичĕ те пилĕк ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес, калама пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳ[576]ремелле. Кала пĕлекен савнă арăмĕпе юнашар выртмалла, кала пеĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыççа выртмалла; урипе тапас – ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтат: «Ар-ывăлсем! Хура сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: “Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, ‒ тет. – Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр”, ‒ тет. Сире тиври, тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр, тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, Турра сăх сăхса, пĕтернĕ çинчен, пуç çапаççĕ. [Текст опубликован с изменениями: Ашмарин, Словарь IX: 248-249. После фразы Çичĕ тĕслĕ тырă-пулла пропущен отрывок – «хăмăлне хăмăш пек, тăррине пăрçа пек пар. Ана çине аксан, анна çинче перекетне пар, вырса сурат тусан, сурат перекетне пар, анкартине кӳртсен, капан перекетне пар. Тĕшлесе пӳлмене хурсан, пӳлмере перекетне пар, çичĕ тĕслĕ тырра-пулла». Оригинал позволяет уточнить паспорт]. [577]
Записано в 1900 г. в с. Микушкино Бугурусланского уезда Самарской губернии Афанасием Егоровым.
Связано с экспонатом «Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ»
Селение:
д. Малое Микушкино, с. Большое МикушкиноВек:
XX векЗаметки
Нет заметок для отображения