Описание обряда "Туй" (Свадьба)
Такмак. Туй тунă чух арçын туйне юлан утпа тăваççĕ. Пĕр аллă-утмăл юнал ут пуçтарăнаççĕ. Варрине кĕрӳ каччи утланса çӳрет. Ăна миçиххисем çактараççĕ, пӳрнеллĕ перчетке параççĕ, вăл çĕлĕк тăхăнать те, пӳртре те, çинĕ чух та перчеткепе, çĕлĕкпе тăрать. [Последние три предложения опубликованы: Ашмариным, Словарь, VIII: 250. Рукопись позволяет уточнить год записи опубликованного текста]. Хĕр туйне тунă чух кӳмене пар лаша кӳлеççĕ, унта хĕрсем нумайăн тиянаççĕ, варрине качча каякан хĕре тăратаççĕ, ăна пĕкенчĕкпе витеççĕ, вăл вара пĕркенчĕк айĕнче йĕрет. Арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрле çӳремеççĕ, хаяр укçи пăрахнă чух та, хĕрне лартса кайнă чух анчах хутшă[570]наççĕ. Туй пуçлăхçĕ: мăн кĕрӳ, кĕçĕн кĕрӳ пулат. Кĕçĕн кĕрӳ каччипе юнашар утланса çӳрет. Мăн кĕрӳ хĕрринче утланса çӳрет, вăл пурне те ертсе çӳрет. Кам та пулин хăй патне чĕнсен, мăн кĕрӳ пурне те: «Атьăр сăра ĕçме», ‒ тесе чĕнет. Вĕсем хапхаран кĕнĕ чух нухайкасемпе (чĕн пушă) çапса хăвараççĕ. Пӳрте [здесь: пӳрте = картишне] кĕрсен, кĕрре кил картинче çаврăнаççĕ те, карлăк патне пырса тăраççĕ. Унта вĕсене кил хуçи хирĕç сăрапа тухать. Мăн кĕрӳ вара такмакпа çаврăнса пырса калать çак сăмахсене: «Йе, саламалик, ваттисем; ĕçетпĕр, çиятпăр, кулатпăр. Авалхи йăлапа çӳретпĕр, çĕнĕрен йăла кăлармастпăр. Эсир уншăн ятламастри? Эсир пире кĕтсе тăратăр пусан [так!], тăватă кĕтеслĕ пӳрт кĕтесĕнчен пĕр кĕтессе ларма сиртен ирĕк пулмĕ-ши? Утмăл улт урай хăминчен ултăшĕ пирĕн ача[571]сене выляма сиртен ирĕк пулмĕ-ши? Утмăл у[л]т юпинчен ултăшĕ пирĕн утсене кăкарма тимĕ-ши? Халĕ пĕрре çаврăнтăмăр, кайнă чух иккĕ çаврăнатпăр». Вара вĕсем пӳрте кĕреççĕ. Пӳртре ĕçсессĕн-çисессĕн, пуç çапаççĕ те, тав туса каллех тухса утланаççĕ. Вара мăн кĕрӳ ертсе иккĕ çаврăнаççĕ те, мăн кĕрӳ каллех малалла калать. «Йе, саламалик, ваттисем; ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр, вылярăмăр, култăмăр. Тав ĕçкĕреçикĕре. Эпир ĕçнĕ-çинĕ вырăнне Турри ирттерсе патăр-и! Çав пуян (я.к.) хĕр парат, çав пуян туй кӳртет. Вун икĕ кăшăллă пичĕкинчен пĕр пуçĕнчен арăмĕ тытса тăрать, тепĕр пуçĕнчен хăй тытса тăрать. Пĕр пуçĕнчен пыл юхать, тепĕр пуçĕнчен сим (хăвачĕ) юхать. Атьăр пирĕнпе сăра ĕçме: кучĕпе шăван, сăмсипе сывлан. Кĕпи çукки кĕпине тăхăнăр, йĕм çукки йĕмне тăхăнăр, сарă çукки саррăне [572] çыхăр. Пирĕншĕн çакă хурана сарă çу тулса лартăр, пирĕншĕн пуçланă пичĕкене пылпа сим тулса лартăр. Эпир пуснă вырăна Тивлет пусса тухтăр-и. Эпир ларнă вырăна Хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. Эпир кĕнĕ пӳрт-çурт шурă пӳрт пуса лартăр-и. Эпир кĕнĕ кил карти эпир тепре киличчен хула пулса çаврăнтăр. Пире ырă сунакан аслă урама тухса пăхса юлăр! Пире хаяр сунакан шăтăк витĕр пăхса юлăр!» Вара вĕсем килĕрен çӳресен-çӳресен, килле хĕр илме каяççĕ. Унта çитсен, пурте вара юрлаççĕ çак сăмахсене каласа: Çитмĕл çухрăм çеçен хир, Шав сиккипе килтĕмĕр, Çăмарта пек лашасене Çичĕ хĕç пек турăмăр. Утмăл çухрăм сĕм вăрман, Шав уттипе утрăмăр, Сар çăмарта пек утсене Çичĕ хĕç пек турăмăр. Хир-хир урлă каçрăмăр, Хĕрлĕ кĕпе тăхăнма, Вар-вар урлă каçрăмăр, Вар пуççи сурпан сырăн[573]ма. Ял-ял урлă килтĕмĕр, Ятлă парне илмешкĕн. Вара вăсем пӳрте кĕрсе пӳртре тата ĕççе-çияççĕ те, парне илмеллисем парнесем илсе, хĕр илмеллисем хĕрне илсе, хытă кустарса, хĕр вăралнă пек таврăнаççĕ.
Записано в 1900 г. в с. Микушкино Бугурусланского уезда Самарской губернии Афанасием Егоровым
Связано с экспонатом «Описание обряда "Туй" (Свадьба)»
Селение:
с. Большое МикушкиноВек:
XX векЗаметки
Нет заметок для отображения